Авӑнӑн 6-мӗшӗнче Куславккара Атӑл хӗрринче «Ялав» хаҫатӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика эстафети иртнӗ.
Уява уҫнӑ ҫӗре Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Колумб район хаҫачӗн тӗп редакторӗ В.Константинов хутшӑннӑ, вӗсем пурне те тупӑшура ӑнӑҫу суннӑ.
Чи малтан старта ветерансем тухнӑ. Унта Тӗрлемес команди мала тухнӑ. Унтан ҫемьесем тупӑшнӑ, унта Дарешинсем ҫӗнтернӗ.
Муниципалитет, организацисем хушшинче Куславкка хула тӑрӑхӗ ҫӗнтернӗ. 7–9-мӗш классен хушшинче Куславккари 3-мӗш шкул мала тухнӑ. 10–11-мӗш классен ушкӑнӗнче тӗрлемесссем ҫӗнтернӗ.
Сӑнсем (125)
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Никаноров (вӑл «Сувар-2» предприятие тытса тӑрать) Куславкка районӗнчи тӑхӑр ачаллӑ ҫемьене укҫа парса пулӑшнӑ.
Кӗмӗле вӑл Куславкка хула кунне уявлама пынӑ май уйӑрнӑ. Официаллӑ мероприятисем пуҫланиччен депутат Юпсар ялне ҫитсе килнӗ. Унта Маркидановсем нумай ачаллӑ ҫемйипе тӗл пулнӑ. Вӗсене «халӑх тарҫи» 15 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Тӑхӑр ача амӑшӗ Ирина каланӑ тӑрӑх авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӗсен пилӗк ачине шкула ямалла. Леонид ывӑлӗ пӗрремӗш класа каять, Татьяна хӗрӗ — виҫҫӗмӗшне, Николайпа Константин йӗкӗрешсем — пилӗкмӗшне, Людмила хӗрӗ — вунпӗрмӗшне.
Сӑмах май каласан, нумай ачаллӑ ҫемье ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре 2003 ҫултанпа тӑрать иккен.
Чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем чылай иртеҫҫӗ.
Куславккари тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем ав Геннадий Николаевича халалланӑ буклет евӗр кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна «…Тише смерти и тише тебя…» ят панӑ.
Буклетра Геннадий Айхи ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Унта вӑл 1960–1970 ҫулсенчи авангард ӳнерӗн лидерӗ, вырӑс сюрреализмӗн пуҫаруҫи пулнине, чӑваш поэзине тата культурине тӗнчере сарассишӗн нумай тӑрӑшнине асӑннӑ.
Буклета Ева Лисина Геннадий Айхине халалласа ҫырнӑ «Плач по брату» реквием пуянлатать.
Чӑваш Ен сӑнав проектне хутшӑнать. Унпа килӗшӳллӗн, ял хуҫалӑх техникине газпа чуптармалла.
Республикӑра топливӑн ҫӗнӗ тӗсӗпе халӑха илсе ҫӳрекен 18 автобус усӑ курать. Вӗсенчен кашни 400 пине яхӑн перекетлеме парать-мӗн.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, метан йӳнӗ кӑна мар, экологи тӗлӗшӗнчен таса та. Ҫапах республикӑри транспортӑн 3 проценчӗ кӑна унпа усӑ курать.
Хальлӗхе Чӑваш Енре ҫакнашкал газпа пӗр станци ҫеҫ тивӗҫтерет. Вӑл — Шупашкарта. Тӳре-шара кунашкал станцисене Улатӑр, Патӑрьел, Канаш, Куславкка, Етӗрне районӗсенче тума палӑртнӑ.
Кӳкеҫ поселокӗнче водительсем валли электронлӑ информаци хыпарӗ вырнаҫтарнине нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Кунашкал табло ҫитес вӑхӑтра Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗ ҫывӑхӗнче те вырнаҫтармалла.
«Атӑл» ҫул-йӗр управленийӗн эксперт специалисчӗ Георгий Юнусов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал таблосем водительсемшӗн пысӑк пулӑшуҫӑ. Вӑл руль умӗнчисене ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑру пирки хыпарлӗ: ҫул шуҫлак пирки, вӑйлӑ ҫумӑр килесси ҫинчен. Табло водителе хӑвӑртлӑха чакарма та сӗнӗ.
Таблопа юнашар электронлӑ паллӑ вырнаҫтарӗҫ. Вӑл ҫул ҫинче «тимӗр урхамах» нумай чухне урӑх енчен каймаллине кӑтартӗ.
«Шывшӑн тав тума хушман», — тетчӗҫ аслисем пире, шӑпӑрлансене. Халӗ, ав, шывшӑн ним мар саккун умӗнче явап тыттараҫҫӗ.
Куславкка районӗнче унти «Жилремстрой» общество пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе суда пуҫиле ӗҫ ярса панӑ. Вӑл шыва саккуна пӑсса уҫланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра ҫав ҫын шывпа тивӗҫтересси ҫинчен 1 850 килӗшӳ туса 8,7 миллион тенкӗлӗх тупӑш курнӑ имӗш.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе «Жилремстрой» общество асӑннӑ ҫын ертсе пынипе лицензи ҫуккине пӑхмасӑрах ҫӗр айӗнчен шыв уҫланӑ. Шывпа тивӗҫтересси ҫинчен килӗшӳсем туса ҫак тупрана вӑл вырӑнти организацисене, усламҫӑсене тата халӑха парса тӑнӑ-мӗн. Ун валли вӑл муниципалитетран тара илнӗ шыв скважинисемпе, турулсемпе (башньӑсемпе), ҫӑлкуҫсемпе, шыв колонкисемпе, шыв тата канализаци тетелӗсемпе усӑ курнӑ. Ытти оборудованипе те усӑ курнӑ вӑл.
Куславккари предприяти пуҫлӑхӗ пулнӑскере услам тума ирӗк ҫук ҫинче ӗҫлесе пысӑк тупӑш курнишӗн айӑплаҫҫӗ.
Куславкка районӗнче культура еткерлӗхӗн 32 объекчӗ вырнаҫнӑ. Вӗсенчен 1 — федераци, 31-шӗ регион пӗлтерӗшлӗ. 6 ӗскер (объект) Куславкка хулинче вырнаҫнӑ.
ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Куславкка районӗнче ӗҫлӗ ҫулҫӳревре пулнӑ. Министр культура еткерлӗхӗн хӑш-пӗр ӗскерӗпе тата культурӑпа канӑвӑн тӗп центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ.
Вадим Ефимов Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Марина Солдатихина ертсе пынипе Николай Лобачевский математикӑн ҫуртне (вӑл унта 1848–1856 ҫулсенче ҫулла пурӑннӑ), Жомени барон, Волчков купса ҫурчӗсене ҫитсе курнӑ. Куславкка хула администрацийӗ тӑрӑшнипе хулари культура еткерлӗхӗн ӗскерӗсене хурал зони вырнаҫтарнӑ. Культура объекчӗсене упрассишӗн сахал мар тӑрӑшаҫҫӗ. 2011–2012 ҫулсенче Жомени баронӑн ҫуртне юсамашкӑн 2,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӑҫал вырӑнти хысна пулӑшнипе ҫурта газ кӗртесшӗн. Министр Куславкка хула администрацине ҫак ҫуртӑн «хуҫине» шырама сӗннӗ, унсӑрӑн ӑна туллин сыхласа хӑварма май ҫук.
Вӑрмар районӗнчи Кӗҫӗн Шӑхаль утӑн 8-мӗшӗнче ял уявне паллӑ тунӑ. Чи малтанах Кӗҫӗн Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Артемьевич Семенов тухса калаҫнӑ, ентешӗсене ял уявӗпе, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе саламланӑ.
Кӗҫӗн Шӑхаль уявне Вӑрмар район администрацийӗн финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Альбина Енькова та ҫитнӗ. Кӗҫӗн Шӑхаль ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ялти чи ҫамрӑк тата чи ватӑ ҫынна — Андрей Прокопьевпа Лидия Павловна Павловӑна (85 ҫулта) парнепе чысланӑ.
Уява пухӑннӑ халӑха Куславкка районӗнчи «Сударушка» ансамбль юрӑ-ташӑпа саламланӑ. Чи вӑйлисем, хастаррисем спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫнӗ. Пурне те парнесемпе чысланӑ.
Ял пурӑнсан пурнӑҫ тӑсӑлать тесе шухӑшлаҫҫӗ Куславкка районӗнчи куснарсем. Ахтивар кати патӗнчи лапама нумаях пулмасть вӗсем уява пухӑннӑ.
Куснара 17-мӗш ӗмӗрте пуҫарса янӑ. Патшалӑх хресченӗсем шутланакан чӑвашсем унта ҫӗр ҫинче ӗҫлесе, выльӑх-чӗрлӗ ӗрчетсе тата тӗрлӗ промыслапа аппаланса пурӑннӑ: калпакпа карттус ӑсталанӑ, япала ҫӗленӗ, катка-пичке, шӑвӑҫ хатӗр ӑсталанӑ. 1861 ҫулта унта тӗн училищи уҫнӑ, 20-мӗш ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче — ҫил арманӗ, 1930 ҫулта — пахча-ҫимӗҫ ваклакан савут, иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсен ҫурринче — шыв арманӗ. Халӗ те Куснар ялӗ аталанать. Ҫавӑн ятлӑ агрофирма тата вырӑнти фермерсем ҫӗр ӗҫӗпе аппаланса пурӑнаҫҫӗ.
Куснар ялӗ, район администрацийӗн информаци ресурсӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ П. Кириллов каланӑ тӑрӑх, Куснар ҫапах та ир пулакан хӑярпа мар, хӑйӗн пултаруллӑ ҫыннисемпе пуян. Чӑвашсен паллӑ ача-пӑча ҫыравҫи Трубина Мархви те ҫав ялтанах. Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Ольга Ырсем те Куснарта ҫут тӗнчене килнӗ. Иван Вашки сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, драматург, куҫаруҫӑ та унтанах.
Ӗнер Куславкка районӗн халӑхӗ Атӑл хӗррине пухӑннӑ. Ахальтен мар. Вӗсем ака-суха вӗҫленнине палӑртнӑ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ, сивӗ тӑни темех мар — куславккасем Акатуя савӑнӑҫлӑн уявланӑ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсем лапамра чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Хӑнасем ял тӑрӑхӗсем йӗркеленӗ «картишсене» кӑсӑкланса сананӑ, алӗҫ ӑстисен пултарулӑхӗпе паллашнӑ. «Картиш» хуҫисем хӑнасене чӑваш сӑрипе, кукӑльпе, ытти ҫимӗҫпе хӑналанӑ.
Ҫак кун Куславккара икӗ теплоход чарӑннӑ, унти ҫынсем район уявне курса киленнӗ. Уяв пуҫламӑшӗнче А.Манюкова ҫамрӑк юрӑҫ Ҫӗр гимнне шӑрантарнӑ. Унтан сцена ҫине район ертӳлӗхӗ тата хӑнасем тухнӑ. Акатуя районтан ҫеҫ мар, ытти тӑрӑхран та хӑнасем ҫитнӗ. Акатуя Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Колумб уҫнӑ. Сцена ҫинче ял хуҫалӑхӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунисене чысланӑ. «Атӑл» физкультура комплексӗн преподавательне В.Конюкова «ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Чи лайӑх механизаторсене, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисене, ҫӗр ӗҫченӗсене ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |